«Район центрӗсенчи пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна мар, ялсенче те халӗ вырӑс чӗлхи кӑна илтӗнсе тӑрать. Пӗчӗк ялсенчи шкулсене хупнипе ачасене автобуспа район центрӗсенчи вӗрентӳ заведенийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Унта вара халӑх ытларах вырӑсла калаҫать. », — ҫакӑн пек йӗркесем пур Роза Власова журналистӑн пӗр статйинче.
Чӑн та, питӗ тӗрӗс ыйту хускатнӑ автор «Хыпар» хаҫатра. Анчах эпӗ ялсенче вырӑсла калаҫнине унти ачасем район центрӗсенче вӗреннипе сӑлтавламан пулӑттӑм. Хамӑн тӑван тӑрӑхӑмрах, ав, чӑваш шкулӗнче вӗренекен ачисенех хӑшӗсем кипкеренех вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Эпӗ вара, хамӑн айван пуҫӑмпа, ашшӗ-амӑшӗ: «Хам та ытти чӗлхене хӑй вӑхӑтӗнче вӗренеймерӗм. Ачамсем те хам пекех тӑнсӑр пуль, ик чӗлхене: чӑвашла тата вырӑсла, ниепле те ӑша хываймӗҫ», — тесе пӑшӑрханнӑран тӑван чӗлхепе пуплеттерме шикленеҫҫӗ пулӗ тесе те хушӑран шухӑшлатӑп. Шкулта ачасен акӑлчан чӗлхи те вӗренмелле-ҫке. Хӑйсен тӗпренчӗкӗсен ӑс-тӑнне шанманнипе ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхерен пистерет пек туйӑнать.
Тӗрӗссипе вара, пӗлӗшӗмсем тӑрӑх сӑнатӑп та, тӑван чӗлхене ыррӑн пӗлекен ҫын ют чӗлхене те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываять. Тӑван чӗлхене пӗлменни ют чӗлхене те ыррӑн пӗлмест пек туйӑнать. Ку вӑл — аксиома мар. Манӑн шухӑш ҫеҫ...