Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш ташши пӑлхарсене тыткӑнланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 14.07.2013 14:00 | 1801 хут пӑхнӑ

«Эмоция» ташӑ ушкӑнӗ Пӑлхарта пӗчӗк хрусталь кӳлепине тивӗҫнӗ. Вӗсем ташланӑ чӑваш ташши жюри членӗсемпе куракансене хытах килӗшнӗ.

— Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен конкурса килсе ҫитнӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем 5 кун хушши фестиваль хӑнисене савӑнтарнӑ. Эпир вара икӗ ташӑпа конкурса хутшӑннӑ: «Тутар вӑййи» тата «Наци йӑли-йӗркисенчен тытӑнса тӑракан чӑваш наци ташши». Юлашки ташӑна куракансем тӳрех тимлерӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннисем валли вара ташӑ чӑн та ҫӗнӗлӗх пулчӗ, — пӗлтерет хорэографи ушкӑнне ертсе пыракан Пётр Пашков.

Конкурса йӗркелесе пыракансем пирӗн ентешсене Украина тата Испани ҫӗршывӗсенче пулса иртекен ташӑ мероприятийӗсене хутшӑнма чӗннӗ. Ку шанӑҫа ҫамрӑк ташӑҫӑсем хаваспах йышӑннӑ.

#Болгари, #ҫитӗнӳсем, #ташӑсем, #тӗнчере

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63871.html
 

Комментари:

Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.14 15:06
Питĕ кăмăла каякан хыпар. Эпĕ ку ташă ушкăнĕн ятне ют чĕлхепе мар, чăвашла ят парасшăн. Кун пек икĕпитлĕн хăвна туятăн.
2013.07.14 15:09
Аçтахар Плотников
Хальхи вăхăтра чăвашла ят парасси ытла та сайра пулăм. Вырăсла ят парасси йăлана кĕнипе пĕрех — ним шутламасăр (ятарласа вырăсла пултăр тесе мар — шăп та лăп, чăвашла та ят пама пуласси пирки шухăшламан пирки) çапла тăваççĕ.
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.14 18:38
Апла пулсан чăвашсенчен вырăссем тумалли шухăш пурнăçа кĕрсе пырать. Ку вăл тĕнчери чи пысăк çылăх пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем