Паян Шупашкарта полицейскисем ҫӳллӗ хутри балкон перили ҫинче ларакан арҫынна ӳкме паман. Ҫакна ӳкернӗ видеона "Про Город" хаҫат хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 74-мӗш ҫуртра паян 15 сехетре пулнӑ. Арҫын 15-мӗш хутри балкон ҫине тухнӑ, перила ҫине ларнӑ. Юрать-ха, полицейскисем ӑна вӑхӑтра унтан илсе тухнӑ.