Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Йӗпреҫ районӗнче иккӗмӗш хут «Туркай вулавӗсем» иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.02.2023 10:35 | 1130 хут пӑхнӑ
Культура

Иртнӗ шӑматкун Йӗпреҫ райӗнӗнчи Пучинкере иккӗмӗш хут «Туркай вулавӗсем. Чӑваш эп. Эп пулӑп чӑваш ӗмӗрех» ятлӑ поэзи уявӗ иртнӗ. Пуҫласа ӑна ҫак ялта пӗлтӗр йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр те унта вун-вун пултаруллӑ ача хутшӑннӑ пулнӑ, ял халӑхне те, жюри пайташӗсене те хӑйсен пысӑк ӑсталӑхӗпе тата хавхаланӑвӗпе, тӑван чӗлхемӗре чунтан юратнипе савӑнтарнӑ. Кӑҫал вара ҫак уява, ҫак ӑмӑртӑва Йӗпреҫ, Улатӑр, Комсомольски тата Вӑрмар районӗнчи шкулсенче вӗренекен 64 ача хутшӑннӑ. Тӗпренрен илсен вӗсем Валери Туркайпа Раиса Сарпи сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ.

Жюри пайташӗсен йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геронтий Никифоров т.ыт.те пулнӑ.

Пилӗк сехете яхӑн тӑсӑлнӑ ҫивӗч ӑмӑртура ҫӗнтернисене чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай ятарлӑ дипломсем тата хаклӑ парнесем парса хавхалантарнӑ.

#Пучинке, #культура, #Туркай вулавӗсем, #Йӗпреҫ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.02.20 18:53
Пучинкери Уяв-Ӑмӑрту чӑнах та питӗ ҫӳлӗ шайра иртрӗ.
"Ҫураласса" "Туркай вулавӗсем" ман тӑван Комсомольски районӗнче 2018 ҫулхи апрельте "ҫуралчӗҫ". Унта вӗсем халь кашни ҫул иртеҫҫӗ. Кӑҫал та иртмелле.
Питӗ пысӑк тав шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене!!! Чӑваш ачисен чӗрисенче Чӑвашлӑх Вучахне чи малтан ВӖСЕМ чӗртеҫҫӗ!
Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ Валери ТУРКАЙ
Алексин // 7671.0.0611
2023.02.21 11:13
Маттур! Канаш районÿнче çавăн пек тĕлпулусем ирттерме çук-и?
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.02.23 04:08
Тавах, Алексин юлташ!
Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте эпир ачасем валли 1996 ҫултанпа (Ҫеҫпӗл фончӗ ҫуралнӑ ҫул!) темиҫе хут та Республика шайӗнче "Ҫеҫпӗл Кӑвайчӗсем" фестиваль ирттертӗмӗр. Унта ҫӗнтернисем чылайӑн ТӲЛЕВСӖР "Артекпа" "Орленокра" канма пултарчӗҫ. Унтан Минобртан пынӑ пӗр чиновница хайӗн отчетӗнче "там - антисанитария, дети могут заболеть дизентерией" тенӗ... Унтан ачасене питӗ кирлӗ ҫав Уява Туркайсӑр ирттерсе пӑхрӗҫ - ӗҫӗ ӑнмарӗ вӗсен. Унтан...
КАНАШ РАЙОНӖНЧЕ çавăн пек тĕлпулусем ирттерме Турри Хӑй хушнӑ! Шута илетпӗр, Алексин! Тав!
Валери ТУРКАЙ, Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ гражданинӗ.
23.02.2023

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем