Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул пирки — халӑхпа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 15.07.2013 18:26 | 1309 хут пӑхнӑ

Екатеринбургран Мускава Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелле тӑвасси пирки эпир маларах хыпарланӑччӗ. Кирек епле ӗҫе пуҫӑниччен те халӗ халӑхпа сӳтсе явма тытӑнчӗҫ те, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑн Транспорт министерствин Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ конференц-залӗнче 11 сехетре ку ыйтупа пухӑнма палӑртнӑ. Унта, сӑмах май, кӑмӑл пуррисене пурне те кӗртеҫҫӗ. Халӑх итлевӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ.

Хамӑр енчен вара ҫакна пӗлтерер. Калӑпӑшлӑ проект Раҫҫейӗн 11 регионне пырса тивет, ҫав шутра — пирӗн республикӑна та. Тата тӗрӗсрех каласан, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене. Ҫул асӑннӑ районсем витӗр иртмелле-мӗн. Вӗсенче те ҫакӑн пек итлевсем йӗркелемелле. Сӑмах май, Транспорт министерствинче йӗркелекеннине асӑннӑ район пуҫлӑхӗсем те хутшӑнӗҫ.

#чукун ҫул, #ҫул-йӗр, #канашлусем, #Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #Муркаш районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Етӗрне районӗ

 

Комментари:

Agabazar // 2024.06.2970
2013.07.16 16:13
Agabazar
Ку çул нумай чăваш ялĕсене тĕп тума пултарать...
Атл // 2905.35.3952
2013.10.08 03:00
Çапла.. Пайлать çул халăха. Тума пултарнă Атăл леш енче тимĕрçул,остановка - унта сахал пурнакан. Чăваш халăхĕн çĕр ахаль те сахал.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем