Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Туркай поэмипе сӑввисем «Литературная газета» хаҫатра пичетленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 23.02.2023 10:55 | 843 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Державин Шупашкарта» поэми тата патриотизм темипе ҫырнӑ виҫӗ сӑвви Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатӑн юлашки номерӗнче пичетленнӗ.

Хӑйӗн «Державин Шупашкарта» поэмине В.Туркай темиҫе ҫул каярах Тутарстан халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Ренат Харис сӗннипе ҫырнӑ, вӑлах ку поэмӑна тутарла куҫарса Хусанта пичетленӗ. Кунсӑр пуҫне ҫак хайлава нумаях пулмасть белорусла куҫарнӑ, ҫитес вӑхӑтра вӑл Минскра, Халӑхсем хушшинчи «Созвучие» интернет-порталта кун ҫути курмалла.

1760 ҫулта вырӑс халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗ Гавриил Романович Державин Хусанти гимназире вӗренекенскер, М.И.Веревкин директорпа пӗрле, Шупашкарӑн пӗрремӗш планне туса хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. «Державин Шупашкарта» поэмӑра сӑмах шӑпах ҫакӑн пирки пырать.

#МИХсем, #пултарулӑх, #сӑвӑсем, #культура, #Раҫҫейре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2576.18.5684
2023.02.23 21:25
Agabazar
Державин темĕнле «Чăваш» текен çыннăн тăхăмĕ тетчĕç. Çав енĕпе çĕнĕ хыпарсем пур-и?
Вулакан // 8152.9.4286
2023.02.27 21:33
Чӑвашсен юлашки вӑхӑтра такама та чӑваш тӑвас йӑла пур,Державина та,Ленина та, Христоса та...Ҫакӑ пире мӗн те пулин парать-и,ахаль хӑлаҫланни мар-ши.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем