Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Герасим Пилеш ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.02.2023 15:58 | 1490 хут пӑхнӑ
Персона
Валентина Малышеван халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Валентина Малышеван халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Герасим Харлампьев (Пилеш) писатель-драматург, скульптор, ӳнерҫӗ-график, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачисем валли литература сехечӗ ирттернӗ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Малышева ачасене ҫыравҫӑ кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Герасим Харлампьев 1913 ҫулта Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. 1926 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан вӑл Хутарти ултӑ ҫул вӗренмелли шкула кайса кӗнӗ. Килтен пулӑшакан пулман пирки унтан вӗренсе тухмасӑрах Нурӑсри профшкула кайса кӗнӗ, икӗ ҫул хушши столяр ӗҫне вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫ учителӗ пулнӑ. Малалла вӗренес ӗмӗтпе Горький хулине тухса кайнӑ. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1934 ҫулта пӗр хушӑ Загорск хулинче теттесем тӑвакан заводра ӗҫленӗ, унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ ӳкерчӗксен редакторӗнче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче писатель чылай вӑхӑт хушши Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш АССР художникӗсен Союзӗн правлени председателӗ, Чӑвашсен художество галерейин директорӗ пулса та ӗҫленӗ», — каласа кӑтартнӑ вӗрентекен.

Литература анине Пилеш пӗр пайлӑ пьесӑсемпе сухалама тытӑннӑ. 1952 ҫулта унӑн «Тӑрнасен ташши» пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Вӑл кӗнекесене ӳкерчӗксемпе те илемлетнӗ, литература журналӗсенче карикатура ӳкерчӗкӗсене пичетленӗ, плакатсем, реклама композицийӗсем хатӗрленӗ.

Герасим Харлампьев (Пилеш) 1994 ҫулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

#кӗнекесем, #Улатӑр районӗ, #Кивӗ Эйпеҫ, #Мӑн Тукташ, #Элӗк районӗ, #ҫыравҫӑсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall429717223_105
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1995.55.2877
2023.02.24 11:53
Agabazar
Çав «Илемлĕ ир» пек япаласене вуласа ÿснĕ ĕнтĕ эпир.
Базиль Кириллов // 7671.0.0611
2023.02.24 14:07
Темиçе уйăх каялла Герасим Харлампьевăн "Палюк мучи кĕнеки" пичетленсе тухнă. Худ. Е. Васильева.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем