Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Чӑвашсенчен Тӗрӗкьеле — пулӑшу

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Илле Иванов 25.02.2023 12:22 | 729 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
@ kcson-petuhovo.kurg.socinfo.ru
@ kcson-petuhovo.kurg.socinfo.ru

«Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш ҫыравҫисен тата культура ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтерсе Тӗрӗкьелти ҫыравҫӑсене ҫыру яни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Вӗсемех укҫан пулӑшу пухма пуҫланӑ. Акӑ халӗ тата тепӗр ырӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтӗмӗр.

Чӑваш Енри ҫамрӑксем, «Тӗрӗксен пӗрлешӗвӗ» ушкӑна йӗркелесе яма хатӗрленекенсем, Тӗрӗкьел халӑхне пулӑшу янӑ: ӑшӑ юркансем (утиялсем), пӗркенчӗксем (пледсем), термоссем, вентиляторсем, тумтир тата ҫурт-хуралтӑсӑр юлнисене кирлӗ пулма пултаракан ытти япала. «Химпромра» ӗҫлекен Олег Скачков пулӑшу валли 20 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Денис Калюков та япала халӑхран пухассине йӗркеленӗ.

Пухнӑ япалана вӗсем Турци Республикин Хусанти консуллӑхне леҫсе панӑ.

«Тӗрӗк тӗнчин культура центрӗ» ытти чӑвашсене те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнма йыхравлать. Вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен халӑха хыпарлама та ыйтать. Ку ыттисене ҫак ӗҫе пуҫӑнма хавхалантарӗ.

#ҫӗр чӗтренӗвӗ, #пулӑшу, #Турци

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Эльвира // 8047.4.8709
2023.02.25 13:31
Маттурсем! Чăваш ятне çĕртмеççĕ.
Agabazar // 3438.2.4527
2023.02.25 14:45
Agabazar
Мĕн вăл «Тĕрĕкьел»?

-ел текен компонента ял ячĕсенче вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех, турккăсене те тĕлме-тĕллĕн (пĕртен-пĕрле) «тĕрĕк» теейместĕн.

Паллах, статья авторĕ çаксене пĕлет.

Анчах та вăл хăйĕн вулаканĕсене «турккă» тенипе хăратса ÿкересшĕн мар. Çавăнтан сыхланать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем