Раҫҫей предпринимателӗ Андрей Ковалев шутланӑ тӑрӑх, пӗр доллар хакӗ кӑҫал 100 тенке ҫывхарма пултарать. Бизнесмен каланӑ тӑрӑх, ку ҫӗршывӑн нефтьпе газ тупӑшӗ сахалланнипе ҫыхӑннӑ.
Миллиардер хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра нефтьпе газ сутнин тупӑшӗ самай чакнӑ, тӑкаксем вара пачах урӑхла — ӳссе пыраҫҫӗ. Бизнесмен шухӑшӗпе ҫакӑ тенкӗ курсне тӳрремӗн витӗм парӗ.
«Эпӗ сире тӗп-тӗрӗс калатӑп, шел пулин те, анчах долларшӑн 100 тенкӗ тӳлесси патне эпир кӑҫалах ҫитетпӗр пулас! Унсӑрӑн бюджета саплаштарма май ҫук<…> Енчен те кӑрлач уйӑхӗнчи пек лару-тӑру нарӑс, пуш, акапа ҫу уйӑхӗсене те тӑсӑлӗ пулсан, тен, пирӗн 90-мӗш ҫулсенчи доллар курсне те аса илме тивӗ», — тесе шутлать вӑл.