Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Ашмарин-центрта» тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.02.2023 16:38 | 678 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне тӑтӑш ӳстерекен «Ашмарин-центрта» паян тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Инҫет мелпе унта «Тӑван чӗлхене вӗрентес тӗлӗшпе чи лайӑх практикӑсем» иртнӗ. Иккӗмӗш хут иртекен фестивале «Ашмарин-центр» тата Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ.

Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсем кӑна мар, ытти тӑрӑхсенчисем те пулнӑ. Лилия Мусина, сӑмахран, тӑван чӗлхепе литература урокӗнче (вӑл тутар чӗлхине вӗрентет) проект ӗҫне мӗнле йӗркелемелли ҫинчен каласа панӑ. Калмыкири Нина Коксунова УДЕ технологипе усӑ курса вӗрентӳ ӗҫне мӗнле пахарах ирттересси пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансем Ҫӗнҫӗпӗр, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Перӗм крейӗнчен, Карачаево-Черкесси Республикинчен пулнӑ. Педагогсен самай пысӑк йышӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ.

#Перӗм енӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #вӗренӳ институчӗ, #чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #фестивальсем, #Тутарстан, #Самар облаҫӗ, #Карачаево-Черкесси Республики, #Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ, #Ашмарин-центр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall573959132_328
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем