Турцире инкек тухасси пирки малтанах пӗлтернӗ Голланди ӑсчахӗ Ф. Хугербитс хӑйӗн YouTube каналти прогнозӗнче ҫуркунне пуҫламӑшӗнче (пуш уйӑхӗн 3–4-мӗшӗ тата 6–7-мӗшӗҫӗр чӗтренӗвӗ) Раҫҫейри Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫӗр чӗтренӗвӗ пулма пултарни пирки пӗлтернӗ.
Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хальхи ҫичӗ кун хушшинче 8,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарать. Хугербитс шухӑшӗпе ҫӗр чӗтренес пулсан ӑна кӗтсе илме план кирлӗ. Ҫӗр чӗтренме тытӑнсан ҫынсен кил-ҫурчӗсенчен хӑвӑрт кӑна тухма май пулмалла.
Анчах та Раҫҫей ӑсчахӗсем нидерланд тӗпчевҫи тунӑ пӗтӗмлетӳсене тиркесе пӗтернӗ. Пӗрисем ӑна тиркесе малашнехи пирки каласа паракан тенӗ, теприсем вара ҫӗр чӗтренӗвӗ пулассине ҫирӗплетекен фактсем пулманни пирки пӗлтернӗ.
Кам-ха вӑл Хугербитс? МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Франк Хугербитс — Нидерландри паллӑ тӗпчевҫӗ, пулас сейсмика пулӑмӗсем тӗлӗшпе вӑл планетӑсем тата Хӗвелпе Уйӑх вырнаҫӑвне кура пӗлтерет. Пӗлӗвне ӑҫта илни пирки нимӗнле уҫӑ информаци те ҫук. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Хугербитс хӑйӗн блогӗнче Турцире 7,5 магнитудӑпа ҫӗр чӗтренме пултарасси пирки пӗлтернӗ, инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн вара вӑл систерни вируслӑ майпа сарӑлма пуҫланӑ.
Аса илтеретпӗр, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Турцин кӑнтӑр-тухӑҫ пайӗнчи 9 сехетлӗ интервалпа 7,7 тата 7,6 баллӑ магнитудӑпа ҫӗр чӗтренӗвӗ пулнӑччӗ. Ҫӗр айӗнчи кисренӗве, чылай афтершокпа иртнӗскере, Турцире 11 провинцире тата ҫуммӑн вырнаҫнӑ патшалӑхсенче (ҫав шутра Сирире те) туйнӑ. Правительство ҫак инкеке «ӗмӗрте пӗрре пулакан пӑтӑрмах» тесе хакланӑ. Вилнисен шучӗ 45 пинрен иртнӗ.