Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта каллех ҫемье газпа наркамӑшланнӑ. Шел те, хальхинче инкекре пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку пӑтӑрмах Граждан урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра пулнӑ. Хваттерте 4 ҫын пурӑнать: 68 ҫулти хӗрарӑм, 40-ри арҫын, унӑн 38 ҫулти арӑмӗ тата вӗсен 9-ти ачи. Вӗсем пурте газпа наркӑмӑшланнӑ. Ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен. Ыттисене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттерте вытяжка лайӑх ӗҫлемен.