Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова 55 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1986 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен черченипе рисовани преподавателӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Каярах пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче туптанӑ, ҫав аслӑ шкулта историк тата истори преподавателӗ пулма вӗреннӗ.
Чӑваш наци музейне Ирина Меньшикова 15 ҫул ӗнтӗ ертсе пырать. Республикӑн Культура министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Меньшикова — хӑй ӗҫӗнчи чӑн ӑста, вӑл ертсе пынипе музей ҫӗнӗ шая тухнӑ.