3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракета тӳпене вӗҫсе хӑпарнӑ, анчах, шел пулин те вӑл орбита таран хӑпарайман.
Юнкун, Мускав вӑхӑчӗпе 06:25 вӑхӑтра, Флорида штатӗнчи Канаверал сӑмсахӗнчен 3D-принтерпа пичетленӗ тӗнчери пӗрремӗш Terran 1 ракета ӑнӑҫлӑ вӗҫсе хӑпарнӑ. Иккӗмӗш ступенӗ уйрӑлнӑ вӑхӑтра, Ҫӗр чӑмӑрӗн аялти орбити патне ҫитеспе, ракетӑпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Космос аппарачӗ орбитӑна тухайман пулин те, юнкун ӑна хута яма май килни, 85 процентне 3D-принтерпа пичетленнӗ ракета кӑткӑс условисене чӑтма, вӑл вӗҫме пултарнине ҫирӗплетсе панӑ.
Terran 1 хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче нимӗнле усӑллӑ япала илмен, анчах компанире каланӑ тӑрӑх ракета Ҫӗр чӑмӑрӗн аялти орбитине хӑйӗнпе пӗрле 1250 килограмм таран илме пултарать.
Ракета ҫӳллӗшӗ 33,5 метр, диаметрӗ — 2,2 метр.
Ракетӑн 85% пайне 3D-принтерпа металл шӑранчӑкӗсенчен пичетленӗ, ҫав шутра пӗрремӗш ступенӗ ҫинчи тӑхӑр Aeon 1 двигатель тата иккӗмӗшӗнче усӑ куракан пӗр вакуумлӑ Aeon двигатель.
Relativity Space тӗллевӗ – сахалтан та 95% 3D-принтерпа пичетленӗ ракета хатӗрлесси.