Республика кӑна мар, Мускав та Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинчи икӗ ҫын Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени пирки калаҫать. Вӑкӑр хуҫи каланӑ тӑрӑх, вӑл выльӑха пуссан чикансене сутнӑ. Анчах ку верси ҫирӗпленмен.
Следстви комитечӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав какая республикӑра пурӑнакан икӗ ҫын туяннӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ӑна туртса илнӗ. Ӑна тӗпченӗ хыҫҫӑн тӗп тӑвӗҫ. Вӑл упраннӑ вырӑнта карантин пулнине йышӑннӑ.