Чӑваш Енре ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприятисемпе организацисем паян кун та пур. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне илсен, ӗҫ укҫин парӑмӗ — 26,4 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑна 18 организацире пухса тултарнӑ, пурӗ 694 ҫын шалу кӗтсе пурӑнать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни.
Республикӑн Ӗҫ инспекцине кӑҫалхи икӗ уйӑхра ӗҫ укҫин парӑмӗ пирки 74 ҫын ҫӑхавланӑ. Яваплисем тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ ирттернӗ хыҫҫӑн предприяти-организацисем 127 ҫын умӗнчи 7,3 миллион тенкӗ парӑма тӳлесе татнӑ.