Паянхи куна «чӑвашлӑх» проблеми халӑхшӑн, республика правительствӑшӑн ҫивӗч тухса тӑмалла. Анчах хальлӗхе чан ҫапма васкакансем сахалрах-ха. Республика тӗп хулинче чӑвашлӑха упраса хӑварас шанӑҫ ҫукпа пӗрех. Чӑвашлӑхӑн «тымарӗ» вара кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑнӑ. Анчах та пурӑна киле ял таврашӗнчи лару-тӑру та синкерленнӗ. Юрать-ха, хальлӗхе ялсенче чӑваш чӗлхипех калаҫаҫҫӗ. Анчах чӑвашлӑх вӑл вара чӗлхере кӑна палӑрмасть, наци культури те чӑвашлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.
Пӗр икӗ теҫӗтке каялла ялсенче чӑваш халӑх юррисене пӗлмен ҫын та пулман, чӑваш ташшине те ватти-вӗтти ура хуҫса ташланӑ. Халӗ вара ял ҫамрӑкӗ халӑх юррин пӗр ҫаврӑмне аса илсен — тура шӗкӗр. Мӗншӗн-ши вара чӑваш культури ялсенче «тӗксемленнӗ»? Мӗнпе вара ҫыхӑнӑ ку лару-тӑру?
Асӑннӑ ыйтусен хуравӗ вара — ялсенчи клубсене хупса пӗтернинче мар-и? Ялти ват кинемейсем те ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ. Тахҫан кашни ялтах хӑйне майлӑ пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ. Вӗсем ял клубне пуҫтарӑнса концертсем хатӗрленӗ. Ялти пултарулӑх ушкӑн юрӑ-ташшине хаваспах культура ҫуртне пынӑ вӗтшакӑрсем сӑнанӑ, ҫапла ҫӳресех ӗнтӗ чӑваш юрӑ-ташшине вӗренне те вӗсем. Халӗ вара ял тӑрӑхӗнче пӗр юрӑхлӑ клуб пулсан тӗленмелле. Анчах вӗсенче те ҫутлӑх (выр. просвещение) валли вырӑн сахалрах. Ҫамрӑксем чӑвашлӑх туйӑмне клубсенчи дискотекӑра туйса илеймӗҫ.
Республикӑра паянхи куна 731 ялти культура учрежденийӗ, вӗсенчен 240 — юсава кӗтет. Ҫакна палӑртнӑ ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫ пухӑвӗнче Чӑваш Республикӑри нацилӗх ӗҫӗн тата архив ӗҫӗн культура министрӗ Вадим Ефимов. Унсӑр пуҫне министр юрӑхсӑр клубсене юсанӑсӑр пуҫне ятарлӑ техникӑпа, кӗве инструменчӗсемпе, сцена тумтирӗсемпе тивӗҫтермелли ҫинчен сӑмахланӑ.
Республикӑра ҫак енпе ӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ. 6 ҫул хушшинче 66 культура-кану ҫурчӗсене модернизациленӗ. Кӑҫал вара республикӑри 18 клуба тивӗҫлӗ сӑн кӗртме палӑртнӑ.
Ял таврашӗнче вара 4 ҫул хушшинче 130 клуба тӗпрен юсав тунӑ, кӑҫал вара 29 клуба юсама планланӑ. Ҫак тӗллевсем валли 22 721, 4 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
Хӑш-пӗр район культура ҫурчӗсенче, Улатӑр, Патӑрьел тата Елчӗкре ӗҫсене вӗҫлеме те ӗлкернӗ. Унта чӳречесене, алӑксене, урая, ҫурт тӑррине улӑштарнӑ, ӑшӑтупа тивӗҫтернӗ. Ку культура-кану центрӗсем вара хӑйӗн хӑнисене кӗтме хатӗр теме пулать.
Ку ӗҫ-пуҫсене сӑнанӑ хыҫҫӑн ялти клубсенчи лару-тӑру лайӑхланине куратӑн. Ҫапах та ӗҫлемеллех пур. Ялти культурӑна аталантрас ӗҫе пӑрахӑҫламалла мар. Ялти юсава кӗтекен клубсене юсаса ҫӗнӗ сӑн кӗртмелле. Клубри ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарма тӑрӑшмалла. Халӑхӑн ҫухалма пуҫланӑ пахалӑхӗсене, истори палӑкӗсене чӗртсе тӑратмалла. Яш-кӗрӗмӗн халӑхӑн йӑлисене пӑхӑнса, чӑваш тумтирне тӑхӑнса вӑйӑ-уявсем ирттерни, купӑс каласа ташлама вӗренни, юрӑсем шӑрантарни лайӑх пулӗччӗ. Ку пархатарлӑ ӗҫе шкулти, аслӑ пӗлӳ учрежденийӗсенчи ҫамрӑксене явӑҫтармалла. Ҫак йӑла-йӗркесене туса ирттернӗ чухне ҫынсем хӑйсемех ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх иккене туйса илӗҫ. Тен, вара компьютерсӑр пуҫне урӑх нимӗнпе те кӑсӑкланман ҫамрӑксем чӑн пурнӑҫ монитор умӗнче маррине, чӑваш халӑхӗн малашлӑхӗ шӑпах вӗсенчен килнине тинех ӑнланӗҫ.