Куславккари «Кайӑк вӗҫевӗ» ятлӑ вырӑн чылай ҫынна, туриста илӗртет. Унтан тавралӑх питӗ илемлӗ курӑнать, Атӑл вара алӑ тупанӗ ҫинчи пекех.
Анчах ҫав вырӑнта чуччу кӑна пур. Куславкка район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ҫуллахи кафе пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ.
Администрацин шухӑшӗпе, ҫав лапамра парковка валли вырӑн сахал. Ҫавӑнпа унта хушма вырӑнсем тӑвасшӑн.
Agabazar // 1051.21.0409
2023.04.06 11:15 | |
Чăвашла «Кайăк вĕçевĕ» тесе çырни ниçта та курăнмарĕ фотосенче. |