Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Аслӑраххисем кашниех ача-пӑча пахчине ҫӳреме тытӑнӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 18.07.2013 21:35 | 1119 хут пӑхнӑ

Виҫӗ ҫултан аслӑрах мӗнпур шӑпӑрлана кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ача-пӑча пахчинче вырӑнпа тивӗҫтермелле иккен. Ҫакӑн пирки Экономикӑна ҫӗнетес тата технологи тӗлӗшӗнчен аталантарассипе ӗҫлекен канашӗн ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов шантарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхисене 60 процентне шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳреме май килесси пирки асӑннӑ.

Ача-пӑча пахчисене ҫӗклеме тата юсама федераци хыснинчен кӑҫал пирӗн республикӑна 614,5 миллион тенкӗ килмелле иккен. Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен бюджетран 100 миллион кивҫен илессе шанать иккен. Ача-пӑча пахчисенче хушма вырӑнсем уҫма 20 миллион тенкӗ ытла килес шанчӑк та пур-мӗн.

#ача-пӑча, #хысна, #вӗренӳ, #ача пахчисем

 

Комментари:

2013.07.18 22:02
Аçтахар Плотников
Темшĕн-çке пирĕн вĕренӳ министрĕ чăваш пулсан та чăвашлăх ыйтăвне мала хумасть — вырăн çитменни пирки кăна пăшăрханать. //тĕрĕссипе, тен, вырăнсăр юлнă ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чăвашларах та ӳсĕç пулĕ? Ача пахчисене ытларах вырăсланаççĕ вĕсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем