Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2023 00:29 | 1700 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
1000-мӗш ҫул вӑхӑтӗнчи Гренланди ҫывӑхӗнчи ҫу. Карл Расмуссен (1874). Википеди
1000-мӗш ҫул вӑхӑтӗнчи Гренланди ҫывӑхӗнчи ҫу. Карл Расмуссен (1874). Википеди

Гарвардри ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, XV ӗмӗр варринче викингсем Гренландирен тинӗс шайӗ вӑйлӑ хӑпарнипе тата пӗрмай шыв илнине пула пӑрахса кайнӑ. Naked Science ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ялсем патне питӗ ҫывӑха ҫитнӗ, кӗтӳ ҫӳретмелли улӑхсене ярса илнӗ, ҫавна пула ҫӗр тӑварланса кайнӑ та тыр-пул ӳсме пӑрахнӑ.

Ҫурҫӗр Америкӑна — Гренландин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енне — Европа ҫыннисенчен чи малтан викингсем ҫитнӗ. X ӗмӗр вӗҫӗнче скандинавинчен тухнисем виҫӗ пысӑк ял никӗсленӗ, унта вӗсем 500 ҫула яхӑн пурӑннӑ.

Викингсене утрава пӑрахса кайма мӗн хистени пирки ӑсчахсем паянхи кун та тавлашаҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлнӑ версисем хушшинче: политика тӗлӗшӗнчи йывӑрлӑх, социаллӑ хумхану тата ҫутҫанталӑк улшӑнни.

Гарвард ӑсчахӗсем шутланӑ тӑрӑх, вӑрттӑнлӑх кӑларса тӑратакан миграцин тӗп сӑлтавӗ тинӗс пулса тӑнӑ — ун чухне вӑл вырӑнти экономикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.

Тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтри климата уҫса паракан даннӑйсене тӗпченӗ, Гренланди пӑрлӑхӗ мӗн таран ӳснине модельлесе пӑхнӑ. Викингсем утрава пӑрахса кайни вара шӑп та шай пысӑках мар пӑрлӑх тапхӑрӗ пуҫламӑшӗпе пӗр килни палӑрнӑ. Ахаль чухне кун пек тапхӑрта тинӗс шайӗ чакать, анчах Гренландире ку ӗҫ-пуҫ чылай факторсене пула йӑлт кутӑнла пулса тухнӑ.

Викингсем утрав ҫинче пилӗк ӗмӗр пурӑннӑ хушӑра тинӗс шайӗ виҫӗ метр ытла хӑпарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ XX ӗмӗрхипе танлаштарсан 2–6 хут хӑвӑртрах пулса пынӑ. Ҫавна пула ялсене час-часах шыв илнӗ.

Выльӑх-чӗрлӗх усрама, тыр-пул ӳстерме питӗ йывӑрланса ҫитсен скандинавсем тинӗс апачӗ ҫине куҫнӑ. Анчах йывӑрлӑхсене вӗсем ҫав-ҫавах ҫӗнтереймен, вӗсен утрава пӑрахса кайма тивнӗ.

#тӗпчевсем, #Гарвард университечӗ, #тӗнчере, #ӑслӑлӑх, #ӑсчахсем, #Гренланди, #тинӗс

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/greenland-vikings/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем