Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: «Ҫӗмӗрт сивви» ҫывхарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 28.04.2023 12:24 | 1055 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫурунне ир килчӗ. Йывӑҫ-тӗм те ав симӗсленме ӗлкӗрнӗ. Урамра вара – ака уйӑхӗ кӑна-ха.

Паян та ҫанталӑк ӑшӑ. Ыран та ҫаплах пулӗ, ҫил кӑна вӑйланӗ. Вырсарникун 13-18 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫумӗ, каҫ енне пӗлӗтсем капланма пуҫлӗҫ. Вырсарникун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑшӑ пулӗ. Ҫапла ӑшӑ вӗҫленӗ темелле: аслати авӑтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малалла «ҫӗмӗрт сивви» килӗ. Хӑрамалла мар – юр ҫумӗ. Шӑрӑх хыҫҫӑн палӑрмаллах сивӗ пек туйӑнӗ кӑна.

Ҫитес эрнере кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 3-8 градус. Юнкун кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫукалӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи канмалли кунсене ӑшӑ таврӑнӗ.

#синоптиксем, #ҫутҫанталӑк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Мĕтри Ванччă // 4288.81.7281
2023.04.29 23:30
"кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 3-8 градус" тесе ан хăратăр-ха, автор юлташ. "10-15 градус сивĕ" тени вăл "минус 10-15 градус" тени пулать-çке. "10-15 градус çеç ăшă пулĕ" тесшĕн пулнă пуль ĕнтĕ эсир.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем