Юлашки вӑхӑтра водительсене уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ҫул ҫине тӑтӑшах пӑшисем сиксе тухаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче М-7 автоҫулӑн 608-мӗш ҫухрӑмӗнче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, ирхи 3 сехетре пӑшие машина ҫапса кайнӑ.
Машина водителӗ пӑши ҫине кӗрсе кайнӑ хыҫҫӑн кювета чӑмнӑ та йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель аманнӑ, пӑши вара вилнӗ.