«Ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫынсем пӗр-пӗрне саваҫҫӗ, мӑшӑрланаҫҫӗ...» Ҫапларах мар-ши шӑрантараччӗ хӑй юррине «Хаваслӑ ача-пӑча» ансамблӗ. Ҫак юрӑ сӑмахӗсене тӗпе хурса пулмалла ҫамрӑксем час-часах мӑшӑрланма тытӑнчӗҫ. Анчах пӗрлешни вӑл пӗр ӗҫ, пӗрле ҫемьеленсе пурӑнни вара тепӗр. Уйӑхне 10 мӑшӑр пӗрлешет пулан ҫав шутпах уйрӑлать. Ку лару-тӑру мӗнпе ҫыхӑнни, кӑсӑклӑ ыйту. Тен, кунта «Васкакан — вакка сикет» тени вырӑнлӑрах пулать.
Ҫемье ӑшшине, юратӑва 50 ҫул хушши мӗнлерех упрамаллине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Каршев ҫемьи лайӑхах пӗлсе тӑрать. Утӑн 19-мӗшӗнче вӗсем ылтӑн туй уявне паллӑ туйнӑ. Леонид Михайловича тата Людмила Константиновнӑ традицилле ҫӗрӗсемпе ылмашнӑ, пӗрлешнине ҫирӗплетекен ятарлӑ хута илнӗ тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӑшӑрлану кӗрменӗн хаклӑ хӑнасен кӗнекинче аллӑ пуснӑ.
Юбиляр ҫемьи икӗ ачана ӳстернӗ: ывӑл — Юрий тата хӗр — Маргарита. Халӗ вӗсем 5 мӑнукпа тата 5 мӑнук ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. «Пӗр-пӗрне юратмалла», — теҫҫӗ Каршевсем.
Юбилярсен ӗҫе-хӗлӗ пӗр хутччен мар чысланӑ хисӗп хучӗпе, иккӗшӗ те «Ӗҫ ветеранӗ» ятне тивӗҫнӗ.
Каршев ҫемьи ҫамрӑк мӑшӑрсемшӗн тивӗҫлӗ тӗслӗх.