Хветӗр Уярӑн «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш том 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта «Шурча таврашӗнче» историлле романӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Таната» – кӗнӗ. 2022 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ иккӗмӗш томра асӑннӑ романӑн иккӗмӗш кӗнеки – «Таркӑн» – вырнаҫнӑ.
Нумаях пулмасть вара «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ повеҫпе ҫирӗм калав кӗнӗ.
Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Agabazar // 3843.70.6163
2023.05.23 18:54 | |
Хветĕр 1914-мĕш çулта мар, 1913-мĕш çулта çуралнă. | |
Карантай Тимĕрĕ // 1623.39.2049
2023.05.23 19:10 | |
Темле Хĕветĕр 1913-ш ҫулта ҫуралнӑ та-и, Уйар Хĕветĕрĕ 1914-ра! Пур ҫĕртре ҫапла ҫырнӑ-ҫке... | |
Базиль Кириллов // 1568.33.6986
2023.05.24 12:18 | |
Уяр 2000-мĕш çулта вилнĕ, ăçта тĕл пулса ÿкерсе илме пултарнă-ха ун сăнне Австрийская? | |
ялтан // 1568.33.6986
2023.05.24 12:21 | |
Тĕрĕс калать Акапазар, П.Афанасьев Туркай ертсе пынипе кăларнă "Писатели Чувашии" кĕнекере йăнăш кайнă. |