Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Театр директорӗн — юбилей

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 25.05.2023 12:18 | 3038 хут пӑхнӑ
Персона
Елена Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Елена Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.

Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.

Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.

#Питӗр, #Хусан, #Етӗрне районӗ, #Тури Ачак, #юбилейсем, #тӳре-шара, #театрсем, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ыра сунакан // 2482.40.6682
2023.05.28 15:22
Сан- питпе те , камалепе те илемле сынна--Елена Николаевана---100 сул саванса тата сынсене савантарса пуранма сиреп сывлах сунатап !!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем