Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.05.2023 15:37 | 1417 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Тӗнче тетелӗнче Петр Краснов депутат "Хыпар" Издательство ҫуртне тапӑннине хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Ку ӑнланманлӑх тахҫанах сиксе тухнӑ-мӗн, "Хыпар" ертӳлӗхӗ ӑна обществӑна кӑларман кӑна.

"Эпир, "хыпарҫӑсем", ку ыйтӑва обществӑна кӑларасшӑн марччӗ. Анчах депутат унччен, 3 ҫул, ҫыру ҫырса ӑнлантарма, тӗрӗслевсем пуҫарма ыйтнӑ пулсан халӗ ҫынсен умӗнче республика прокуратурине "Хыпар" тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарма ыйтни патне ҫитрӗ", - ҫапла ҫырнӑ Издательство ҫурчӗ Телеграмра тытса пыракан "Хыпар - Вести Чувашии" каналта. Ҫине-ҫине тӗрӗслевсем пулни кулленхи ӗҫе йӗркелесе пыма чӑрмантарнине палӑртнӑ унта.

Нумаях пулмасть Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Петр Краснов депутат каллех (вӑл кашни сессирех "Хыпар" пирки япӑх калаҫать-мӗн) трибуна умне тухса хаҫата "ислетнӗ", прокуратурӑна 6 пуҫиле ӗҫ пуҫарма ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне пӗтӗм депутат умӗнче вӑл Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина пирки каланӑ чухне ӑна "эта дамочка" тенӗ. Ҫак видеопа ку хыпара илнӗ ҫӑлкуҫра паллашма пулать.

#депутатсем, #МИХсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia/13862
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ялтан // 1568.33.6986
2023.05.28 15:34
Интернетри автор çырни пит уçăмлах мар. "Ограничить работу ИД "Хыпар". Кунпа мĕн каласшăн? Мĕнле майсемпе çакна тума пулать? П. Краснов, нумай çул çÿлте ларать, ăна-кăна чухлать ĕнтĕ. Прокуратурăна 6 жалоба çырнă иккен, мĕн пирки? Кам пĕлет? Туркай, Арланов, Леонтьев, Тарасов, ма шарламастăр? "Хыпарти" журналистсем пит çивĕч çыраççĕ те Краснов вĕсене çăварлăхласшăн пулать. Ку юмаха кам ĕненет?
Анат енчисем // 1568.33.6986
2023.05.30 18:54
Хаçатсемпе "Тăван Атал" анса ларчĕç ĕнтĕ, райхаçатсене те çитеймеççĕ. Çакна кашни вулакан асăрхать. Депутат çакна хирĕç, лешсем "преследует" тесе çихĕреççĕ.
Анатрисем // 1568.33.6986
2023.05.31 08:00
Тĕлĕнмелле, мĕншĕн-ха тĕп редактор тата генеральнăй директор пичетре туртса çапмасть пĕрре, ун аллинче 11 хаçат тата журнал, анчах вăл вăрттăн-кĕрттĕн никамах та вуламан "Телеграмсенче" çыранçи пулать.
Agabazar // 4071.56.6426
2023.05.31 16:17
Agabazar
Краснов иккен-ха у, «Хыпарăн» тăшманĕ.... )))
Анатрисем // 1568.33.6986
2023.05.31 18:05
Пачах урăхла: тем тĕрлĕ чирпе, пĕли-пĕлми турткаланипе хавшаса çитнĕ, аран-аран ура çинче тăракан хаçата çăлса хăварасшăн.Паллах, хăй ĕçне аван пĕлекен ертÿçĕ кирлĕ.
ялтан // 1568.33.6986
2023.06.02 10:54
"ТăванАтăлти" хăш-хăш сăвва вуласан тăлĕнсе каятăн: чĕлхи сăнарлă мар, рифмисем айван, сăвă тытăмне тытса пыман. 19-мĕш ĕмĕре кайса лартăмăр-çке, ун чухне çапла çырнă, нимпе танлаштарма пулман. Халь, Хусанкай, Ухсай, Айтащ, Теветкел сăввисемпе танлаштаран та калас килет редакцире ĕçлекенсене: мĕншĕн çав сăвăсене тытса пăхмастăр, хăвăра пăртак аталанма та кирлĕ-çке.
Agabazar // 3938.99.1029
2023.06.02 15:16
Agabazar
Ялтан хоспочын, эс каланине пĕр чĕптĕм те ĕнеместĕп, сана эксперт тесе шутламастăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем