Республика влаҫӗ ҫитес ҫул хӑш паллӑ ҫыннӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвассине палӑртнӑ. 2024 ҫулта чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.
Михаил Кузьмич Кузьмин Канаш районӗнчи Касаккасси (халӗ - Ҫеҫпӗл) ялӗнче 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. "Ҫеспӗл" псевдонима вӑл 1918 ҫулта илнӗ. 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Унӑн вилтӑпри - Украинӑри Остёр хулинче.
Сӑмах май, республикӑра кӑҫал Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Agabazar // 4071.56.6426
2023.05.31 16:06 | |
Agabazar // 4071.56.6426
2023.05.31 16:08 | |
Апла-капла ярлыксем çакассинчен пăрăнас пулать. «Поэт» тени те мăй таран çителĕклĕ. |
Киевра Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă чухне псевдоним хушамата куçнă.