Паян Атӑлта баржӑпа вӗрсе хӑпартмалли моторлӑ кимӗ ҫапӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав службине 15 сехет 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ Телеграм-каналӗнче.
Инкек Куславкка районӗнчи Карӑчкин ялӗ ҫывӑхӗнче ҫыранран 300 метр аякра пулнӑ. Вӗрсе хӑпартмалли кимӗре 2 ҫын ларнӑ: 1958 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1960 ҫулхи хӗрарӑм. Шел те, арҫын вилнӗ. Хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ.