Шупашкарта дача вӑрри ҫакланнӑ.
Ют ҫын пурлӑхне ҫав ҫын ҫуркуннех иленнӗ-ха. Пӗри патне кӗрсе ҫаратнӑ, тепри патне. Вӗрен темле тӑсӑлсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ-и-ха?..
Юнашар вырнаҫнӑ пахча юлташлӑхӗсенчен полицие пурӗ 6 заявлени ҫитсе выртать. Вӗсем пурте вӑрра пула шар курнӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 44 ҫулти арҫын хӑйӗн дачине ҫитет те, ҫурта такам чӳречерен кӗнине ӑнланса илет. Дача ҫуртӗнчи телевизор ҫухалнӑ. Ҫав уйӑхӑн 20-мӗшӗнче 63 ҫулти арҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтать — унӑн дача ҫуртне ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана ватса такам кӗнӗ, бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑна йӑтса тухса кайнӑ.
Вӑрлаканни унччен те ҫын пурлӑхне тытма юратнӑ 38 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Ҫавӑншӑн ӑна унччен темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.