Юлашки вӑхӑтра тӳре-шара тӗнче тетелӗнче питех та хастар. Ҫапла тума вӗсене пурнӑҫ хистет — ҫынсенчен нумайӑшӗн унта вӑхӑта ирттереҫҫӗ-ҫке.
Хуласемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, министрсем хӑйсен страницисене тытса тӑраҫҫӗ. Хӑшӗсем — хӑйсем, хӑшӗсене пресс-секретарьсем пулӑшса пыраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Денис Спирина Телеграмра 5,1 пин ҫын вуласа тӑрать. Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева унта икӗ хут ытларах ҫын вулать. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова каналне 14,1 пин ҫын ҫырӑннӑ.