Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта уявра ретро-троллейбус ҫула тухать. Республика кунӗнче те вӑл хула тӑрӑх ҫӳрӗ.
1-мӗш троллейбус 9 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, унтан 14 сехет 46 минутран пуҫласа 17 сехетчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе "Университет" микрорайона кайӗ.
Руль умӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Ретро-троллейбус ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулӗ. Ӑна "001Р" паллӑпа уйӑрса илме пулать.