«Хавал» обществӑлла халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарти троллейбус управленине тӗп хулари троллейбуссем ҫинче чӑваш тата вырӑс чӗлхине пӗр тан праваллӑ тума ыйтса ҫыру янӑ. Унӑн копийӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫатра та пур-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсене икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ-ха. Анчах «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ.
«Хавал» ун пек пӗлтерӳсене икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — калама чӗнсе калать. Тата республика Конституцийӗн 8-мӗш статйинче пӑхнине тӗпе хурса: малтан чӑвашла каламалла, унтан — вырӑсла.
Асӑннӑ общество организацийӗ троллейбусра вырӑсла ҫырса хунӑ «Кӗмелли» (вӗсен вариантӗнче: Кӗме), «Тухмалли» (Тухма), «Ан таянӑр» йышши сӑмахсене те чӑвашла ҫыртарттарасшӑн. Кондукторсемпе водительсене вара «Эпӗ чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп» бейджикпа тивӗҫтерттересшӗн. Ку сӗнӳсене икӗ патшалӑх чӗлхиллӗ регионсен тӗнчери опытне тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен. Ҫырӑвӑн копине республикӑн транспорт тата суту-илӳ министрӗ Михаил Янковский патне ҫитернӗ.
«Хавал» хастарӗсем каярах апла ҫырусене Шупашкарти автотранспорт предприятине тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине ярасшӑн.