Кашни кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе асра юлать. Вӗсем ҫемье, ял, хула, ҫӗршыв шайӗсенче пулса иртме пултараҫҫӗ. Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче вара пӗтӗм тӗнчене пӗр пулӑм кӑсӑклантарнӑ. Лондон ҫӗршывӑн Ҫветтуй Мария пульницинче акӑлчан престолӑн еткерҫи, 3 килограмм 800 грамм йывӑрӑш туртакан пепке ҫуралнӑ. Пӗтӗм тӗнче, ҫав шутра Чӑваш Республикин ҫыннисем те патша кил-йышӗ тавра пулса иртекен пулӑмсене кӑсӑклансах сӑнанӑ. Енчен те малтан арҫын ача е хӗрача ҫураласси тупӑштарнӑ пулсан, халӗ халӑх пепке мӗнле ятпа ҫӳрессипе кӑсӑкланать.
«Pro Город» хаҫат тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫак паллӑ кунра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӗ 6 арҫын ача тата 5 хӗрача ҫуралнӑ, Шупашкарта вара — 15 арҫын ача, 15 хӗрача.
Ҫак кунхине ҫуратнӑ амӑшсем хӑйсен пепкен шӑпи ыттисенчен уйрӑлса тӑма пултарнине ӗненеҫҫӗ. Тен, чӑнах та анчахрах кун ҫути курнӑ ачасем хушшинче пулас пысӑк ятлӑ ҫынсем ӳсӗҫ. Чӑннипе вара чи кирли — шӑпӑрлан яланах сывлӑхлӑ пултӑр.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.24 23:12 | |
Чăн та тĕлĕнетĕп хамăр халăхран. Таçти британи патшисен кил-йышĕнче пулса иртни хамăр историрен пахарах иккен. Пĕлсех тăратăп, пĕр-иккĕшĕ хăйĕн ачине Джордж е урăх акăлчан ятне параççех. :( |