Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу водителӗсене уйӑхсерен хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ пулӑшӑва кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пама йышӑннӑ.
Водительсене уйӑхсерен 4,5 пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу водителӗсем видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пӗчӗк шалу пулсан машина валли запчаҫсене, ытти материала, хӳтӗлев формисене хӑйсем туяннине каланӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсене преми пама пӑрахнӑ-мӗн.
РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ. Темиҫе эрнерен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов коллетивпа тӗл пулнӑ. Унта вӑл водительсене тӳлевсем пирки йышӑну тӑвассине кӗтме, служба ҫырӑвӗсем ҫырма хушнӑ.