Ҫӗнӗ Шупашкарта ача хӑна ҫуртӗнчи чӳречерен ӳкнӗ. Ҫакна ҫынсем курса «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Информацие ШӖМ те ҫирӗплетнӗ.
Ку пӑтӑрмах ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ. Телее, чӗрех. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫак ача Мускавран командӑпа Ҫӗнӗ Шупашкара ӑмӑртӑва килнӗ.