Комсомольски районӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ.
Юрать, ӑна хӑвӑрт сӳнтернӗ.
61-мӗш кварталта пушар тухни пирки иртнӗ шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Пушарпа кӗрешекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Тепӗр ҫур сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ, унтан пачах сӳнтернӗ.
Пушар 0,1 гектар ҫинче алхаснӑ. Телее, ҫулӑм вӑрман хуҫалӑхне тӑкак кӳмен.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.