Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлара. Кӑҫал та сасӑлав пулнӑ. Унта 7 ҫын хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ.
Кӑҫал ҫак хисеплӗ ята кам тивӗҫӗ-ха? 2002-2010 ҫулсенче Шупашкар мэрӗ пулнӑ Николай Емельяновшӑн чи нумай ҫын сасӑланӑ. Вӑл 2066 сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе сасӑлава 4420 ҫын хутшӑннӑ. Николай Емельянов хальхи вӑхӑтра Шупашкарти «Водоканалта» директорӑн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗнче ӗҫлет.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухса йышӑну тӑвӗҫ.