Мӗн тарӑн чӑваш халӑхӗ ӑҫта кӑна сапаланса пӗтмен-ши, тӗнчен тата ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче кӑна тӗпленмен-ши?! Бурят Республикинче те пурӑнать чӑваш. Унти йӑхташӑмӑрсен ентешлӗхне Надежда Колесникова (Надежда Аякри) ертсе пырать.
Надежда Николаевна ҫинчен ҫак йӗркесен авторӗ маларах темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ, вӑл хӑйсен республикине пырса курма та йыхравланӑччӗ.
Надежда Колесникова Тутарстанри Аксу ялӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсен ҫемйинче 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вдали от Родины» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Кӑларӑмра иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче тутар чӑвашӗсем мӗншӗн Бурят Республикине куҫса кайни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫерем ватакансем лайӑх шӑпа шырани тӳрре тухнӑ-и-ха? Кун пирки кӗнекене вуласан ӑнланса илме май килӗ.