Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Атӑл ҫинче рейд ирттернӗ вӑхӑтра арҫын тетелпе пулӑ тытнине асӑрханӑ. Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
1988 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна Звенигово хулинчи юханшыв портӗнче тытса чарнӑ. Унран пӗтӗм пулла тата тетеле туртса илнӗ. Вӑл тетелпе 41 пулӑ тытнӑ.
Арҫын патшалӑха 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнине палӑртнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.