«Чечексем вырӑнне - ачасем». Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ ҫакнашкал акцие авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унпа килешӳллӗн, ачасем вӗрентекене класс ятӗнчен пӗр чечек ҫыххи парнелеҫҫӗ. Перекетленӗ укҫа-тенке вара йывӑр чирпе нушаланакан ачасене сиплеме параҫҫӗ.
Ку акцие ҫултан-ҫул ытларах та ытларах шкул хутшӑнать. Кӑҫал 30 шӑпӑрлана пулӑшма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе 2 миллион ытла тенкӗ пухасшӑн. Нимеҫӗсем шкулсем кӑна мар, усламҫӑсем те пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Пӗлтӗр акцие Чӑваш Енри 350 класс хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкулсенче «Ыркӑмӑллӑх урокӗ» ирттерме сӗнеҫҫӗ. Унта чирлӗ ачасене пулӑшни мӗн тери кирлӗ пулнине каласа кӑтартчӑр.