16-ри ҫамрӑк ача Лысково округӗнче шурлӑхра лакса ларнӑ. Раҫҫей ШӖМӗн регионти тӗн управленийӗн пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ӑна ҫӑлма май килнӗ.
Шкул ачи ҫурлан 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ, ӑна шыраса амӑшӗ полицие ҫитнӗ. Тӗпчесе палӑртнӑ тӑрӑх, унччен икӗ кун маларах арҫын ача юлташӗсемпе пӗрле юханшыв ҫывӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн тусӗсем пурте киле таврӑннӑ, вӑл вара — ҫук, вӗсенчен уйрӑлас умӗн «пӗччен пулас килет» тесе каланӑ пулать.
Шырав мероприятийӗсем йӗркеленӗ. Ҫак ӗҫе кинологсене те явӑҫтарнӑ. Пӗр Урма ятлӑ йытӑ йӗрлесе кайса йӗрке хуралҫисене шурлӑх патне илсе ҫитернӗ — ҫул ҫитмен ача унта тупӑннӑ та. Вӑл пӗр талӑк ытла лачакара пӗр хускалмасӑр тӑнӑ.
Шкул ачине шурлӑхран туртса кӑларнӑ, малтанхи медицина пулӑшӑвне панӑ хыҫҫӑн пульницӑна ӑсатнӑ.