Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче 104 ҫулти кинемей пурӑнать. Вӑл - Гликерия Романова. Кинемей 104-мӗш ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗнче паллӑ тунӑ.
Вӑл ҫак ҫулта та хӑйне пӑхма пултарать. Ӑс-тӑнӗ кӑна кӑштах хавшанӑ: ӗлӗкхине астӑвать, темиҫе минут каяллахине манма пултарать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Гликерия Романова вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Йывӑр килнӗ, анчах вӑл нӑйкӑшман, хӑйне ҫирӗп тытма сӑмах панӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗнчен, хаваслӑхӗнчен ыттисем тӗлӗннӗ.
Гликерия граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗне, сусӑра, пӑхнӑ. Ӑна каччӑсем ҫураҫма пынӑ, анчах ашшӗ хӗрне качча паман. Ашшӗ вилсен Гликерия Романова аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ. Халӗ ӑна пӗртӑванӗн ачисем пулӑшаҫҫӗ.
Гликерия Романова шӑпана нихӑҫан та ӳпкелемен, ҫынпа вӑрҫӑнман, нумай ӗҫленӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ҫук. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлӗ пурӑнмалла», - тет вӑл.