Ҫак уйӑхра Чӑваш Енри сунар лаптӑкӗсене Челепирен килнӗ ӑстасем пӑхса ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫук-ха, пӑшал ҫакса ҫӳреме вырӑн шырамаҫҫӗ-ха вӗсем. Тепӗр тесен, шыраҫҫӗ-ха. Анчах хӑйсем валли мар.
Урал тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ специалистсем сунар ӗҫӗн территорири йӗркелӗвне хатӗрлес тӗллевпе килсе ҫитнӗ brrty. Вӑл организаци «Чӑваш Енре сунар лаптӑкӗсене вырнаҫтарассин, усӑ курассин тата сыхлассин схемине йӗркелесси» проекта пурнӑҫлама ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ пулнӑ. Халӗ вӑл ӗҫе тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫакӑ сунар хуҫалӑхӗпе пӗлсе усӑ курма май парасса шанаҫҫӗ-мӗн. Малтанхи пӗтӗмлетӗве юпа уйӑхӗнче тума палӑртаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе вара раштав уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Кун пек ӗҫе шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла пурнӑҫланӑ пулнӑ иккен.