Ку тӗслӗх темиҫе кун каялла Вӑрнар районӗнче пулса иртнӗ. Унти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра кӗрхи тулӑ выракан Дон-1500Б комбайна вут хыпса илнӗ.
2005 ҫулта кӑларнӑскер унччен тӑватӑ кун маларах кӑна техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна пуҫӗпех юсавлӑ тесе йышӑннӑ. «Штурвала» механизаторта виҫӗ теҫетке ҫул тӑрӑшакан ӑста тытса пынӑ иккен. Бункера пушатнӑ хыҫҫӑн 100 метр пек кайсан вӑл ҫулӑм асӑрхаса комбайна хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ. Ӑна пулӑшма ытти ӗҫтешӗ те чупса пынӑ. 7 огнетушителе усӑ курса та ҫулӑма чарма май килмен. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Вӑрнарти пайӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре комбайн вӑйлӑ шар курнӑ — халь ӑна юсама та май килмест иккен.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.