Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вячеслав Шорников 13.09.2023 20:16 | 2446 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Ырӑ сунса кӗтетпӗр Кубер-Педине! / © iz.ru

Унччен сире Австралири Херальтон хулапа паллаштарнӑччӗ. Паян черетлӗ хула ҫинчен — Кубер-Педи ятли ҫинчен — каласа парасшӑн. Хальхинче сире куҫарнӑ статья кӗтет.

 

Австрали пушхирӗ питӗ кичем, унӑн сӑнӗ пӗр евӗрлӗ. Ӳкерчӗксенче кӑна ун тӑрӑх тӗлӗнмелле кенгуру сиккелесе ҫӳрет, сумкӑллӑ каюрасем шӑтӑк чаваҫҫӗ. Чӑннипе вара, вӑл шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ ҫӗр, ун ҫийӗн пӗлӗтсӗр тӳпенелле йывӑр ӑрша хумӗсем ҫӗкленеҫҫӗ. Таврара ҫӗр-ҫӗр километрта пӗр чӗрӗ чун та тупаймӑр. Мӗншӗн тесен сывлӑш температури ҫӗр ҫийӗнче +40° таран хӗрнӗ чухне кунта ни ҫын, ни чӗрчун пурӑнма пултараймасть.

Австралири пушхир / © iz.ru

Кӑнтӑрти Австрали тӑрӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр, пӗр евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ пейзажсем хушшинче, ҫӳренӗ май ҫӗр ҫийӗнче этем пӗвӗ ҫӳллӗш хатӗрленӗ тирпейлӗ тӗмескесене асӑрхама пулать. Вӗсене, паллах, алӑпа ӑсталанӑ, ҫывӑхарах пырсан, ҫакна чӑннипе ӗненетӗн. Ҫакӑн йышши кашни купа патӗнче ҫӗр ӑшне кӗрсе каякан ҫаврака шӑтӑк пур. Ҫапла вара куҫа курӑнакан мӗнпур тавралӑхра — сӑртсем тата ҫӗр шӑтӑкӗсем. Ку вӑл улӑпла каюрасен ӗҫӗ мар, кунта опал шыраҫҫӗ — Австралинче кӑларакан хаклӑ чулсен чи сумлӑ вырӑнӗ. Часах сӑртсем хыҫӗнче, Америкӑри Тискер Анӑҫӑн сӑнӗсенчен ӳкерӗннӗ евӗрскер, пысӑках мар тирпейлӗ хула курӑнса каять. Ку вӑл Кубер-Педи — Австрали континенчӗн опал кӑларакансен тӗп хули, тӗнчери мӗнпур саппаса илес пулсан кунта унӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне кӑлараҫҫӗ.

Ҫӗр айӗнчи пурнӑҫӑн ачисем

Кубер-Педи аборигенсен чӗлхинчен куҫарсан «шурӑ ҫынӑн йӑви» тенине пӗлтерет. Кун пек ята хулана ӑнсӑртран паман — 1914 ҫулта кунта пӗрремӗш опалсене тупнӑ. Ку ӗҫ питӗ ӑнсӑртран пулса иртрӗ. Ҫак вырӑнсенче ылтӑн шырама килнӗ ҫынсем шыв патне кайнӑ, чарӑннӑ ҫӗрте вара пӗр ылтӑн шыраканӑн ывӑлне, 14-ри ҫамрӑка, лагере хураллама хӑварнӑ. Каччӑн пӗр вырӑнта ларас килмен, ҫавӑнпа вӑл тавралӑха пӑхса ҫаврӑнма шутланӑ. Ӑна питӗ ӑннӑ — вӑл ҫӗр ҫинче выртакан опалсене асӑрханӑ. Часах ҫӗнӗ Клондайк ҫинчен хыпар ҫак вырӑнтан чылай инҫе сарӑлнӑ, Кубер-Педине пӗтӗм континентран халӑх килме тытӑннӑ. Малтанах ку вырӑна вӑрӑм та кичем ятпа каланӑ — «Стюарт хысакӗнчи опаллӑ хир», 1920 ҫулта вара хулана Кубер-Педи ята пама йышӑннӑ, ҫапла ӑна Австралинчи кӑк ҫынсем каланӑ.

Кубер-Педи хули / © web.archive.org

Анчах хаклӑ йышши чулсем ҫӗр ҫийӗнче сайра тӗл пулаҫҫӗ. Тӗпрен илсен опалсем ҫӗр ӑшӗнче 5 метртан пуҫласа 40 метр тарӑнӑшӗнче выртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсене тупас тесен шахтӑсем чавмалла. Ку вара чӑн-чӑн лотерея, мӗншӗн тесен опалсене тупас ӗҫре геологи нимӗн енчен те пулӑшма пултараймасть — вӗсем хӑйсем ҫинчен нимӗнле те пӗлтермеҫҫӗ.

Чи малтанхи вӑхӑтра ҫынсем прииска килнӗ хыҫҫӑн васкаса тунӑ ҫуртсенче пурӑннӑ. Анчах ҫакӑ ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе чӗрӗ юлассишӗн кӗрешни кӑна пулнӑ. Чи шӑрӑх кӑрлач уйӑхӗнче сывлӑш температури кунта Цельсипе виҫсен аллӑ градус таран хӑпарнӑ. Анчах ку та чи хӑрушши пулман. Тӑпра чавакансене час-часах хӑйӑрлӑ ҫил-тӑвӑл вӑйлӑ нуша кӑтартнӑ: яп-яка хӗрлӗ ҫӗр ҫийӗпе хӑмӑр хӑйӑр пӗлӗчӗсем ирте-ирте кайнӑ, вӗсен вӗҫӗ-хӗрри те курӑнман. Вӑл иртсе кайсан та ҫынсемшӗн лӑпкӑлӑх пулман — вӗсене йӗри-тавра хурт-кӑпшанкӑ сырса илнӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, шахтӑсенче кӑна канлӗ пулнӑ, чи малтан килнӗ тӑпра чавакансене кунта ҫӗр ҫийне хӑпарсан кану вырӑнне Австралин хаяр пушхирӗпе чӗрӗ юлассишӗн кӗрешме тивни кӗтнӗ.

Хальхи вӑхӑтри хваттер / © bigpicture.ru

Яланах ҫӗр айӗнче пурӑнас шухӑш чи малтан камӑн пуҫне пырса кӗнине халь ӗнтӗ никам та калама пултараймасть. Анчах ҫав ҫын ҫурт тӑвас вырӑнне хӑйне валли ҫӗр пӳрт чавнӑ, унтанах вӑл ҫывӑхри шахта патне хӑвӑл чавса кайнӑ. Ҫапла май вӑл пушхире хӑпармасӑр та пултарнӑ — ҫӗр айӗнчи температура хӑтлӑ пулнӑ, 20° танлашнӑ, кунта ӑна нимӗнле хӑйӑрлӑ ҫил-тӑвӑл та, хурт-кӑпшанкӑ та кансӗрлемен.

Ҫапла Кубер-Педи хули майӗпен пӗтӗмпех ҫӗр айне вырнаҫса ларнӑ. Унта тӑпра чавакансем кӑна мар, хулари пӗтӗм инфраструктура — вырӑнти муниципалитет, полици участокӗ, пилӗк лавкка, вырӑнти чиркӳ, больница — куҫнӑ… Майӗпен ҫӗр айӗнчи хула ӳссе, сарӑлса пынӑ. Кунта пурӑнакансемшӗн пӗртен-пӗр кансӗрлекен япала вӑл шыв ҫукки пулнӑ. Ҫак тӑрахра вӑл пач пулман. Тӑпра чавакансем мӗн тарӑнӑшне кӑна шӑтӑк алтман-ши, шыв таран вӗсем ҫавах чавса ҫитереймен. Ҫавна май ӑна тӗвесемпе Кубер-Педирен кӑнтӑрарах темиҫе теҫетке ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пӗчӗк оазисран турттарма тивнӗ. Паллах ӗнтӗ, тула каймалли вырӑн та урамра пулнӑ. Анчах ҫак ҫитменлӗх, хӑтлӑ условисенче пурӑнма май пуррипе танлаштарсан, вак-тӗвек кӑна шутланнӑ.

Ҫурт-йӗре кӗмелли алӑк / © vokrugsveta.ru

Кубер-Педин тепӗр хӑйне евӗрлӗхӗ — ҫӗр айӗнчи ҫуртсем пӗр-пӗринчен уйрӑммӑн пулманнинче. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хулан пӗтӗм инфраструктури ҫӗр айӗнче сарлака галерейӑсемпе, каҫса ҫӳремелли ҫулсемпе тата аркӑсемпе ҫыхӑнса пӗтнӗ. Халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче саксем вырнаҫма пуҫланӑ, вырӑнти ӑстаҫӑсем вӗсене йывӑҫран тунӑ пек кӑтартса металран хатӗрленӗ. Опал шахтисем тӑпра чавакансен ҫурчӗсемпе кӳршӗлле вырнаҫса ларнӑ Кубер-Педире ҫапла май хӑйне уйрӑм экосистема йӗркеленнӗ, шывпа гигиена ыйтӑвӗ пулмасан ҫӳле хӑпармасан та юранӑ.

Хальхи вӑхӑтра ҫак хулапа мӗн пулса иртет-ха? Паллах, паянхи куна илсен, Кубер-Педи ҫӗр ҫийӗнчи хула пулса тӑнӑ. Кунта та, ытти хуласенчи пекех, тусанлӑ урамсем тӑрӑх машинӑсем ҫӳреҫҫӗ, магазинсем рекламӑпа илӗртеҫҫӗ, ҫулсем хӗрринче кактуссем, сайра пулин те, тӗл пулаҫҫӗ… Кашни ҫурт ҫинчех кондиционер пур, вӗсемсӗр кунта май ҫук. Пӗтӗмӗшпе пӑхсан, хулан ҫӗр айӗнче уйрӑм пай пурри пирки пӗлмесен, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Вӑл вара унчченхи пекех упранса юлнӑ, ку ҫеҫ те мар, унта халӗ те ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, лавккасем, музейсем пур, вырӑнти чиркӳ те ӗҫлет.

Вырӑнти чиркӳ / © bigpicture.ru

Ӑҫта лекнине пӗлмесен эсӗ ҫӗр айӗнче пулнине тавҫӑрса та илеймӗн. Мӗншӗн тесен Кубер-Педири ҫӗр айӗнчи хальхи хваттерсем хӑйсен ҫӗр ҫинчи хваттерӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Кунта та гипсокартон, пластик, хальхи материалсем. Чӳречесем ҫукки кӑна сисчӗвлентерме пултарать. Анчах та кунта, натурально курӑнтӑр тесе, стенасене, урайсене тата маччана ятарласа пӗтӗмпех хӑйӑртан тӑвакансем те пур. Пӳлӗме формӑна кӗртнӗ хыҫҫӑн ан тусанланса лартӑр тесе ҫиелтен пӗтӗмпех ятарлӑ ҫилӗмпе сапса тухаҫҫӗ. Вӑл талӑк хушши типнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм пурӑнма юрӑхлӑ та. Хальхи ҫӗр айӗнчи хваттерсенче халӗ пӗтӗм хӑтлӑх пур ӗнтӗ – шыв пӑрӑхсем тӑрӑх килет, электричествӑпа вырӑнти ҫутҫанталӑк электростанцийӗсем (хӗвел панелӗсем тата ҫилпе ӗҫлекенсем) тивӗҫтереҫҫӗ, туалет — септиклӑ бак (чылай ҫӗрте пӗрлехи канализаци те пур). Паллах ӗнтӗ, вентиляци те пур — ҫӗр ҫинче флюгаркӑсемпе витнӗ тӗрлӗ диаметрлӑ пӑрӑхсене сахал мар курма пулать.

Вентиляци шахтисем кунта йӗри-таврах / © hotel-all.ru

Сӑмах май, электричество пирки. Кубер-Педире вӑл питӗ хаклӑ, ҫавӑнпа унта пурӑнакансем апат-ҫимӗҫе баллонтан илнӗ газ ҫинче хатӗрлеме кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пушар — ҫӗр айӗнчи хулара пулса иртме пултаракан чи хӑрушӑ япала. Кил-ҫурт питӗ хӑвӑрт тӗтӗмпе тулать, пушарнӑйсене ӗҫлеме тата эвакуацилеме вара пӳлӗмсемпе урамсем пӗр-пӗринпе ытла та пӑтрашӑнса пӗтни чӑрмантарать. Кубер-Педи историйӗнче ҫавнашкал пушар икӗ хутчен пулнӑ, анчах телее, никам та вилмен, сывлӑша пӳлсе вут-ҫулӑма хӑвӑрт сӳнтерме май килнӗ.

Опалти асамат кӗперӗ

Кубер-Педири ҫӗр айӗнче пурнӑҫ ҫав тери лайӑх: хӑвӑн кил-ҫуртна анлӑлатма шутлатӑн пулсан, ку тӑкакланасси вырӑнне пуйтарма та пултарать. Хӑйсене валли хушма пӳлӗмсем чавнӑ чухне тӑпра чавакансем пӗрре ҫеҫ мар опал йышлӑ выртакан вырӑна пырса тӑрӑннӑ. Сӑмахран, Джон Дастенпа ҫапла пулса тухнӑ. Халӗ унӑн ҫӗр айӗнчи «ҫурчӗ» 21 пӳлӗмрен тӑрать. Вӗсенчен пӗрне чавнӑ чухне 2003 ҫулта Джон ывӑлӗсемпе пӗрле чӑн-чӑн мул чавса кӑларнӑ — 6 см тӑршшӗ тата 72 карат таякан опал. Каярах ӑна Virgin Rainbow («Хӗр чухнехи асамат кӗперӗ») ят панӑ, унӑн хакӗ миллион ытла австрали долларӗпе танлашнӑ.

Миллион доллар тӑракан опал / © bigpicture.ru

Опалсене мӗнле шыраҫҫӗ? Чи малтанах калас пулсан, Австралире вӗсене промышленность шайӗнче шырама чарнӑ, ҫакӑ вара кирек мӗнле ҫынна та пуйма шанӑҫ парать. Лицензи туянатӑн та лаптӑка юпаласа палӑртса тухатӑн, унтан ӑна регистрацилетӗн те эрнере 20 сехетрен кая мар чаватӑн (унсӑрӑн лаптӑка туртса илӗҫ) — ҫакӑ ҫителӗклӗ те.

Иккӗмӗшӗнчен, ҫакна кирек мӗнле те тума юрать — киркӑпа та юрать, перфораторпа та, питех те кӑмӑл пур пулсан — ҫӗр айне мини-бульдозерсем тата ятарлӑ хӑвӑл чавакан щитсем те (паллах, вӗсем метро чавакан йышшисем мар, ҫӗр хут пӗчӗкрех) антарма пулать. Ҫак мӗнпур хатӗр-хӗтӗре туянма та, тара илме те пулать. Ҫука юлас ыйту кӑна хӑратать. Мӗншӗн тесен опалсем йышлӑ выртакан вырӑна тупасси вӑл — чӑн-чӑн ӑнӑҫу. Тара илсен вара — кунне 1000 доллартан кая мар тӳлемелле. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх вара чӑнах та пысӑк та питӗ хаклӑ чулсене темиҫе ҫулта пӗрре кӑна тупаҫҫӗ. Ахаль математика хӑех сире систерет: опалсем тупасси — питӗ теветкеллӗ ӗҫ.

Опала техникӑпа усӑ курса шырани / © vokrugsveta.ru

Шӑпах ҫавӑнпа Кубер-Педие халӑх тахҫантанпах ӗнтӗ ҫӗршывӑн мӗнпур кӗтесӗнчен килме пӑрахнӑ, хулара пурӑнаканнисем те ҫемьере камӑн та пулин урӑх йышши опалсемпе ҫыхӑнман ӗҫ ҫӑлкуҫӗ пулсан кӑна опал чулне шыраҫҫӗ. Кубер-Педи таврашӗнчи вырӑн та начарланса ҫитнӗ ӗнтӗ — тахҫантанпах ӗнтӗ кунта никам та питӗ хаклӑ чулсем тупни пирки пӗлтермест. Хула халӑхӗ ватӑлать, унӑн йышӗ чакать, ҫамрӑксем вара лайӑхрах тупӑш шыраса пысӑк хуласене тухса каяҫҫӗ.

Опал киркӑ алла тытса шырани / © vokrugsveta.ru

Кубер-Педирен ҫурҫӗререх тепӗр опал вырӑнне тупнӑ текен сас-хура ҫӳрет. Унти условисем вара тата та япӑхрах — ҫара пушхир, шыв ҫук, шӑрӑх ҫанталӑк тата алхасакан хӑйӑрлӑ ҫил-тӑвӑл. Анчах чӑн-чӑн мул шыракансене ҫакӑ чарса тӑма пултарӗ-и? Ҫапла вара Австралири опал Клондайкӗ малалла тӑсӑлать, ҫывӑх вӑхӑтра, тен, эпир черетлӗ Кубер-Педи еплерех аталанса пынине сӑнама пултарӑпӑр — унта теветкеллӗх те, телее шанни те, лотерейӑри пек ӑнни те пулӗ-ха.

 

Тӑпра чавакансем хула никӗслени — час-часах тӗл пулакан пулӑм. Анчах хӑш-чухне вӗсем пурӑнма ҫав тери йывӑр вырӑнсенче йӗркеленеҫҫӗ — чипер ҫын унта тем тесен те пурӑнас ҫук: ара, 5000 метр ҫӳллӗшре ни курӑк ӳсмест, ни шыв ҫук, хырӑма тӑрантармалӑх апат та ҫук. Тепрехинче сире Перури Ла Ринконада ҫинчен каласа парӑп. Вӑл шӑп ҫавӑн пек тискер вырӑнта йӗркеленнӗ те.

 

Чӑвашла ҫакӑнти статьяна куҫарнӑ. Вӑл пӗлтӗр, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, «Георгаф тата глобус» каналта тухнӑ пулнӑ. Автор статьяна хатӗрленӗ май Википедири, «Вокруг света», bigpicture.ru тата opalion.ru сайтсенчи материалсемпе усӑ курнӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#тӗнчере, #Кубер-Педи, #хӑтлӑх, #пушхирсем, #кӑсӑклӑ, #Австрали

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамарьял // 5859.2.0270
2023.09.13 22:06
АВан куçарнă. Тав Шорника.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем