Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ. Хӑш-пӗр килте икшер-виҫшер машинӑллисем те пур. Хуласенче автомобиль лартма тӑрсан ҫынсен вырӑн шырама тивет.
Сӗмсӗртереххисем хӑйсем пурӑнакан ҫуртсен умне ҫӳллех мар тимӗр карта тытса лартаҫҫӗ, паллӑ тума урапа тухса хураҫҫӗ, ҫӑра ҫакакансем те пур. Шӑпах ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки хыпаранӑ та Телеграми-каналсенчен пӗринче.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Терешкова (ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар пирки пырать) урамӗнчи ҫурт умӗнчи асфальта ҫӗнетнӗ. Анчах хӑш-пӗр хваттерсенче пурӑнакансем ҫав территорие хӑйсен парковки вырӑнне усӑ курма тытӑнса кайнӑ.