Тӑвай районӗнче пурӑнакан 87 арҫын патне палламан ҫынсем темиҫе хут та шӑнкӑравласа счечӗ ҫинчи укҫи-тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла пӗр эрне тапӑннӑ ӑна.
Ватӑскер укҫана куҫарас тесе 3 ҫыхӑну салонне терминалпа усӑ курма килнӗ. Виҫҫӗшӗнче те унта ӗҫлекенсем ӑна ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ – ку итлемен. Арҫын кайран Канашри ҫыхӑну салонне ҫитнӗ. Терминал патӗнче тӑпӑртатса тӑраканскере салон ӗҫченӗ пулӑшма пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫын телефонпа мӗн калаҫнине итленӗ те лешсем ултавҫӑ пулнине тӳрех ӑнланнӑ, арҫынна вӗсем пирки ӑнлантарма тытӑннӑ. Тӑвай районӗн арҫынни каллех итлемен. Кун хыҫҫӑн салон ӗҫченӗ терминала сӳнтерсе хунӑ. Ҫапла вӑл ватӑ ҫынна ултавҫӑсен серепине лекесрен сыхланӑ.
Ҫак ҫыхӑну салонӗсен ӗҫченӗсене ШӖМӗн Канашри уйрӑмӗн тав хучӗпе чысланӑ.