Этем эрех сиенлӗхӗ ҫинчен пӗлсех тӑрать пулин те ӗҫес йӑлана нимле те пӑрахӑҫлаймасть. Виҫине пӗлмесӗр лӑнкӑртаттарса пыра янӑ «усал» шӗвӗк ҫын ӑс-тӑнне минретет, тискер ӗҫе сахал мар тума хӗтӗртсе тӑрать. Шупашкарта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетет.
Мускав районӗн сучӗ 30 ҫулхи хула ҫыннине «ятарласа шут тытмасӑр сывлӑха хавшатса хӗрарӑм пурнӑҫне татнӑшӑн» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ.
Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хайхи арҫын ӳсӗр килнӗ, амӑшӗ ӑна ҫакӑншӑн ятлама тытӑннӑ. Ку вара ывӑлне килӗшмен, вӑл амӑшне хирӗҫ тӑнӑ: сӑмахпа кӑна мар, «чышкӑласса» та тӑна кӗртме тытӑннӑ. Тапкӑ-ҫупкӑ ҫитерни ват ҫын пурнӑҫне татнӑ та.
Суд йышӑннӑ тӑрӑх арҫынна ку ӗҫ-пуҫшӑн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ.