Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳре «кӗмӗл» волонтёрсен форумӗ иртӗ. «Кӗмӗл Чун» ят панӑ мероприятие Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри хастар ватӑсем пӗлтӗр Шупашкарта пухӑннӑччӗ, кӑҫал Ҫӗрпӳре пуҫтарӑнӗҫ.
Ӳркенмен ватӑсем ыттисене темле те пулӑшма май тупаҫҫӗ: нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ачисене пӗччен ӳстерекен хӗрарӑмсене ача пӑхса пулӑшаҫҫӗ, салтаксем валли тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Тӑвайӗнчи ватӑсем, сӑмахран, кӑҫал тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухса типӗтнӗ те ӑна салтаксем патне ӑсатнӑ.
Ыранхи форумра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсенчен сыхланасси, ватӑсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма пулӑшасси тата гериатри науки ҫинчен сӑмах хускатӗҫ.