Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗрремӗш чӑваш ял хуҫалӑх журналӗ 95 ҫул тултарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 31.07.2013 16:39 | 1733 хут пӑхнӑ
Кӑларӑм хуплашки
Кӑларӑм хуплашки

Кӑҫал ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ана» чӑваш журналӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Чӑваш хресченӗсем валли ӑна 1918 ҫулта кӑларма пуҫланӑ. Журнал нацисен ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗпе ӗҫлекен Халӑх Комиссариатӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче тухса тӑнӑ.

Журналта ҫак ыйтусене ҫутатнӑ: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ерчетни, пахчана тытса тӑни, вӗлле хурчӗ ерчетни. Унсӑр пуҫне кӑларӑмра правительствӑри ҫӗр политики ҫинчен, выльӑх ерчетес ӗҫре тата уй-хире мӗнлерех тытса пымалли ӗҫре ӑслӑхӑх ҫитенӗвӗсем ҫинчен, тӑр-пул таврашӗнче тухнӑ ҫӗнӗ сорт ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен ҫырса тӑнӑ. Килти хуҫалӑха тӗрес тытса пама канашсем те панӑ. Журналта ытларах ялти ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ пулин те ҫапах унӑн страницисенче ҫӗршывӑн обществӑлла-политика пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартни та тӗл пулнӑ.

Ытларах вулакансен кӑмӑлне «Почта пайӗ» рубрика ҫӗкленӗ. Унта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Сӑмахран, мӗнле улма йывӑҫҫи лартмалла, ҫӗре мӗнле майпа кӑпкалатмалла. Рубрикӑра ҫӗкленнӗ ыйтусем паянхи кун та кӑсӑклӑ.

Шел пулин те 1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн «Ана» журнала кӑларма пӑрахнӑ. Пӗтӗмпе 13 кӑларӑм кун ҫутти курнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче журналӑн редакторӗсем пулса Христофоров, К.Н. Роднов, А.Т. Быков ӗҫленӗ. Хӑйӗн кӗске ӗмӗрне пӑхмасӑр, журнал чӑваш пичетӗн историнче пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ.

#МИХсем, #журналсем, #юбилейсем, #ял хуҫалӑхӗ, #Хусан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем